Çăварни нихăçан та пĕр вăхăтра, пĕр числора килмест. Пĕр çул февраль вĕçĕнче,тепĕр çул март уйăхĕнче пулать Кăçал вара Çăварни февраль уйăхĕн 20-мĕшĕпе тÿр килет. Çăварни тени тепĕр майлă «Çу эрни, çуркуннене кĕни» тени пулать. Çăварние юрăпа, ташăпа хавассăн кĕтсе илнĕ. Эх! Çăварни, Çăварни, Юрă-ташă кăларни. Çуркуннене чыслани, Хĕле ĕçсĕр хăварни! Асаттесен пилĕпе, Атте-анне ирĕкпе Пурăнар-ха, тăвансем, Асран кайми чăвашсем. Эрехẽрринче ḉуркуннене авалхи йằлапа кẽтсе илчẽḉ. Авлхи юрằсем юрларẽḉ, вылярẽḉ-кулчẽḉ, тĕрлĕ вайăсем ирттерчẽḉ, вĕрен туртса вăй виçрẽḉ, михĕсемпе чупрẽḉ. Пирẽн ялта халẽ икẽ кил хуḉалằхра лаша усраḉḉẽ.Ḉирẽм ḉул каярах, камăн лаша пур, пурте çуна кÿлсе катаччи чупма тухнă. Мĕншĕн тесен катаччи чупман лаша çурхи ака-сухара ывăнать тенĕ. Эпир те Савельев Юрий лашипе ача-пăчасене ярăнтартằмằр. Ача -пằчан савằнằḉẽ тулли те иксẽлми пулчẽ.
Пурте пуḉтарằнса улăмран тунă пысăк хĕл Катемпине чĕртсе ячẽḉ. Çунакан кăвайт çине ватти-вĕтти пурте такмакласа каларẽḉ: «Çăварни карчăк! Тутлăхлă пул, чипер кай! Чир-чĕре ялтан аяккалла илсе кай. Пÿлме тулли тыр-пул ỳстẽр.Карта тулли выльăх пултăр».