Эрехẽрри ялẽнче сулсерен чун-чĕререн ветерансене Аслă ăрури çынсен кунĕпе саламлаḉḉẽ. Аслă ăру çыннисем-пирĕн хăйне евĕрлĕ мăнаçлăх. Вẽсем яланах тÿрĕ кăмăлпа тата ырми-канми ĕçленипе уйрăлса тăраḉḉẽ. Кашни ĕçлĕ пурнăçра ăрури çынсем промышленноç, ял хуçалăхне, вĕрентÿпе наукăна, медицинăна тата ытти отрасльсене аталантарассипе нумай тăрăшнă. Пирĕн паянхи ăнăçлă пурнăç никĕсĕнче те вẽсем тÿпи çав тери пысăк. Çав вăхăтрах вẽсем пире, çамрăксене, юратупа тимлĕх парса пирĕншĕн чи лайăх аттепе анне, кукамайпа кукаçи, асаттепе асанне пулса тăрса ăслă канашсем парса пулăшнă, пулăшаḉḉẽ те. Уяв ячĕпе саламласа кашнине халалласа шкул ачисем юрằсем юрларẽḉ , сằвằсем вуларẽḉ. Халằх фольклор чằваш «Илем» ансамблẽ çирĕп сывлăх, лайăх шухăш-кăмăл, активлă вăрăм ĕмĕр, çемье ăшши тата ырлăх сунса куракансене тẽрлẽрен чằваш халằх юррисем парнелерẽ. Энкрель ялẽнчи чằваш халằх юрри «Тантằшсем» ансамблẽ юратнằ эстрада юррисем юрларẽ. Вẽсене куракансем ằшшằн кẽтсе илчẽḉ,пẽрле юрларẽḉ. Çапла, ватта сума сунни, кахалланмасăр пулăшни, ḉĕнÿ-канаш унран ыйтни –ак çакă пулĕ чăн пахи.